Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сӗнтӗрвӑрри районӗ

Сӗнтӗрвӑрри районӗ, — Чӑваш Енӗн ҫурҫӗр енче вырнаҫнӑ район. 1927 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Ҫурҫӗрпе хӗвелтухӑҫ чикки Атӑл юханшывӗ тӑрӑх иртет. Хӗвеланӑҫ енче Шупашкарпа Ҫӗрпӳ районӗсемпе, кӑнтӑр енче Куславкка районӗпе юнашар вырнаҫнӑ. Хӗвеланӑҫпа хӗвелтухӑҫ енелле 27 ҫухрӑма, ҫурҫӗртен кӑнтӑралла 36 ҫухрӑма сарӑлнӑ. Лаптӑкӗ 686,1 км2 танлашать. Район тӗпӗ Шупашкартан 36 ҫухрӑмра ларакан Сӗнтӗрвӑрринче вырнаҫнӑ.

Тавралӑх

Сӗнтӗрвӑрри районӗн тӑрӑхӗ сӑртлӑ ҫырмаллӑ. Кунти ҫырмасем уйрӑмах тарӑн — 35-50 метр тарӑнӑшне ҫитеҫҫӗ. Вӗсен тӑршшӗ вара 4 ҫухрӑма та ҫитме пултарать.
Пысӑк юханшывсем: Атӑл, Ҫавал, Енӗш. Атӑлпа Ҫавал (25 ҫухрӑм) кимӗпе ишме юрӑхлӑ.
Ҫӗр айӗнчи пурлӑх районта ҫуккипе пӗрех, ҫапах та кунта нефть тупма пулать тесе шутлаҫҫӗ. Ытти пурлӑхсенчен торф кӑлараҫҫӗ, ӑна ҫӗр пахалӑхне ӳстерме усӑ кураҫҫӗ. Кирпӗч валли тӑм кӑлараҫҫӗ — ӑна Сӗнтӗрвӑрринчи строительство материалӗсен завочӗ усӑ курать.
Хӗл вӑрӑм, ҫу уйӑхӗсем ӑшӑ. Кӑрлач уйӑхӗнчи вӑтам температура — −13 °C, утӑ уйӑхӗнче — 18,6 °C. Чи сивӗ ҫӑнталӑкра -44 °C пулнӑ, чи ӑшӑ вӑхӑтра — 38 °C. Ҫулталӑк тӑршшӗпе 513 мм юр-ҫумӑр ҫӑвать.
Вӑрмансемпе пуян, уйрӑмах вӗсем районӑн ҫурҫӗрпе вӑтам пайӗнче анлӑ сарӑлса лараҫҫӗ. Ҫулҫӑллӑ (унта ытларах юман ӳсет) вӑрмансем — 39%, лӑсӑллисем (хыр ытларах, ҫавӑн пекех лиственница тӗл пулать) — 34% йышӑнаҫҫӗ. Районти ытти 27% пайӗ — сайраҫулҫӑллӑ вӑрмансем, унта ҫӑка, хурӑн, ӑвӑс тата ытти ҫавӑн йышши йывӑҫ ӳсет.

Сӑнсем

Мӗшӗл патӗнчи вӑрман
Ҫӗньял Пукаш патӗнчи юханшыв
Енӗш шывӗ
Мӗшӗл патӗнчи вӑрман
Ҫӗньял Пукаш патӗнчи юханшыв
Енӗш шывӗ

Халӑх йышӗ

1999 ҫул пуҫламӑшӗнче районта пурӗ 28,2 пин ҫын пурӑннӑ. Вӗсенчен 11,1 пин (39%) — хулара, 17,1 пин(61%) — ялта. Хула ҫыннисем Сӗнтӗрвӑрринче пурӑнаҫҫӗ, ял ҫыннисем — районти 78 ялта. Ялсенче вӑтамран 243 ҫын пурӑнать.

Халӑхӑн ытларах пайӗ — чӑвашсем. Вӗсем 79,4% йышӑнаҫҫӗ.

Ҫул-йӗр

Районта юханшывпа автомобиль транспорчӗ аталаннӑ. Асфальт сарнӑ ҫулсен тӑршшӗ 129 ҫухрӑм, юханшыв тӑрӑх иртекен ҫулсен — 45 ҫухрӑм.

Атӑл хӗрринче Сӗнтӗрвӑрри пристанӗ вырнаҫнӑ. Ун урлӑ ҫурт-йӗр хӑпартмалли материалсем тата ытти тавар туртараҫҫӗ. Хула ҫыранӗ хӗрринче ятарлӑ сооруженисем ҫук, юханшывпа килекен тавара ҫыран хӗрринче пушатаҫҫӗ.

Автоҫул тӑрӑх пӗтӗм тавар калӑпӑшӗн 47%, ҫынсене турттарассин пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗн 87% иртет.

Паллӑ ҫынсем

Каҫӑсем

Районӑн официаллӑ сайчӗ
Район сӑнӗсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Сӗнтӗрвӑрри районӗн ялӗсем алфавит тӑрӑх
Район хыпарӗсем


 
Категорисем: Сӗнтӗрвӑрри районӗ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-05-26 10:54:34 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 33783 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем